KOLEDOVA - Нарспи | Текст песни
0 0
Караоке
Слова песни исполнителя . Читайте текст онлайн с любого устройства — легко и удобно!

KOLEDOVA - Нарспи | Текст песни

Текст песни


Каç пулсассăн упăшки
Килчĕ хиртен çаврăнса,
Сĕтел çийĕнче яшки
Ларать пăсне кăларса.

Кашăк илчĕ Тăхтаман —
Ларчĕ сĕтел хушшине,
Яшка тутлă-çке паян —
Тесе мухтать яшкине.

Усал куçпа çавăрса —
Кăтартать вăл чăмăрне:
«Яшка тутлă, çи ларса!» —
Кăшкăрать вăл арăмне.

Çийĕп-çке-ха кайран та,
Пит çиессĕмех килмест.
Ах, Нарспийĕ çавăнта —
Тухса каять, тӳсеймест.

Тулта ларать, куççульне...

Каç пулсассăн упăшки
Килчĕ хиртен çаврăнса,
Сĕтел çийĕнче яшки
Ларать пăсне кăларса.

Кашăк илчĕ Тăхтаман —
Ларчĕ сĕтел хушшине,
Яшка тутлă-çке паян —
Тесе мухтать яшкине.

Усал куçпа çавăрса —
Кăтартать вăл чăмăрне:
«Яшка тутлă, çи ларса!» —
Кăшкăрать вăл арăмне.

Çийĕп-çке-ха кайран та,
Пит çиессĕмех килмест.
Ах, Нарспийĕ çавăнта...

  • Исполнители:
  • Просмотров: 13

Комментарии (0)
Добавить
Если вдруг заметили опечатку, или просто хотите подправить что-то, не стесняйтесь и пишите в комментариях. Мы все тут за безупречный текст!

АудиоТекст » Поп-музыка » KOLEDOVA - Нарспи | Текст песни